| 2706 | Вӗлле хурчӗ пӗчӗкҫӗ пулсан та Турӑпа ҫынна юрӑхлӑ япала тӑвать. | Пыл хурчӗ |
| 2704 | Вӗлле хурчӗ пӗччен пыл нумай тӑваймӗ. | Пыл хурчӗ |
| 1817 | Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ. | Йытӑ |
| 2216 | Вӗренти утран ирӗкри ут апат ыйтать. | Ут — Лаша |
| 2164 | Вӗрентсен упа та ташӑ вӗренет. | Упа |
| 1818 | Вӗрмен йытӑ хытӑ ҫыртать. | Йытӑ |
| 2410 | Вӗҫен кайӑк та мӑшӑрлӑ. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2411 | Вӗҫес кайӑк турат вӗҫне пырса ларнӑ тет. | Кайӑк-кӗшӗк |
| 2430 | Вӗҫсе пыран амӑрт кайӑк та уртӑш йывӑҫ ҫине ларса канать. | Ӑмӑрт кайӑк |
| 1819 | Вӗшле йытӑ — ырхан, мӑран кушак — мӑнтӑр. | Йытӑ |
| 2217 | Вуник тиха турӑм, мӑйӑмран хӑмӑт тухмарӗ. | Ут — Лаша |
| 1648 | Выльӑх айӑплӑ мар, хуҫи айӑплӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1649 | Выльӑх апатсӑр пурӑнмасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1650 | Выльӑх вилет — тир юлать, этем вилет — ят юлать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1651 | Выльӑх выртнӑ вырӑнта тӗк юлать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1652 | Выльӑх куҫӗ витӗр курат теҫҫӗ, этем куҫне курӑнман усалсене те курат тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1653 | Выльӑх куҫӗ этем куҫӗнчен вичкӗнрех. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1654 | Выльӑх сӑнран ватӑлмасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1655 | Выльӑх ҫумне выльӑх хутшӑнать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1656 | Выльӑх та ӗмӗрӗнче виҫҫӗ тутӑ пулнӑ тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1657 | Выльӑх тени ҫылӑхсӑр чун. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1658 | Выльӑх туянма укҫа анчах мар, телей те кирлӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1659 | Выльӑх усрас тесен апатне те ан хӗрхен. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1660 | Выльӑх хуҫине хӗрхенмест, ытла тутлӑ ҫитерсен хӑйне ҫӗмӗрсе суран тӑвать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1661 | Выльӑх-чӗрлех алла пӑхать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1662 | Выльӑх-чӗрлӗх пӑхмасӑр пулмасть теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1663 | Выльӑха ан хапсӑн. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1664 | Выльӑха ан хӗрхен, вӑл сана хӗрхенмест. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1665 | Выльӑха апатпа ачашла. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1667 | Выльӑха пуссан хӗрхенме юрамасть теҫҫӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1666 | Выльӑха пуҫӗнчен тытаҫҫӗ, армана — хӳринчен. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1668 | Выльӑха сӗлӗ ан ҫитер, ача-пӑчана кулач ан ҫитер. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1669 | Выльӑха темӗн чул хӗртсен те вӑл хирӗҫ калама пултараймасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1670 | Выльӑха хӗрхенекен — ырӑ ҫын. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1671 | Выльӑха хӗрхенекен ҫук, тӑлӑха ачашлакан ҫук. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1672 | Выльӑхӑн ӑсӗ ҫук. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1673 | Выльӑхӑн та чунӗ пур. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1674 | Выльӑхпа выльӑх та пӗр тан мар. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1675 | Выльӑхшӑн пулсан апат тутлӑ пултӑр. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1676 | Выльӑхшӑн та ҫулталӑкра пӗрре уяв килет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
| 1820 | Выҫӑ йӑтта тутти ҫулать теҫҫӗ. | Йытӑ |
| 1734 | Еркӗш вӑкӑр тӑрук чӗҫкӗрнӗ тет. | Вӑкӑр |
| 1754 | Ӗне — сӗчӗпе, этем — ӗҫӗпе. | Ӗне |
| 1736 | Ӗне анчах пӗр апата икӗ хут кавлет. | Ӗне |
| 1738 | Ӗне вилсен уйран ҫӳпҫи туянмаҫҫӗ. | Ӗне |
| 1739 | Ӗне вилсен юр-вар пӗтет. | Ӗне |
| 1740 | Ӗне выльӑх ӗнсене хырать. | Ӗне |
| 1741 | Ӗне выльӑх мӗн ҫинине ытлашшипех тавӑрса парать. | Ӗне |
| 1737 | Ӗне ӗҫнипе тинӗс типес ҫук. | Ӗне |
| 1742 | Ӗне йӑли — кавлесси, лаша йӑли — йӑваланасси. | Ӗне |